Полномочное представительство Чувашской Республики при Президенте Российской Федерации

Леонид ВОЛКОВ: “Ĕмĕр тăршшĕпех вĕренмелле - пуç усни вырăнсăр” (Çамрăксен хаçачĕ)

 Çамрăксен хаçачĕ

Статья çырас тĕллевпе политикпа калаçасси артистран е юрăçран интервью илесси мар. Влаç тытăмĕнче ĕçлекенсене чуна уçса калаçтарма питĕ хĕн. Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕпе Леонид Волковпа вара Мускаври полпредство çуртĕнче çур çĕр иртичченех шăкăл-шăкăл калаçса лартăмăр, сăмах çăмхи таçта çитиех кусрĕ. Хальччен никама пĕлтерменнипе те пайлашăнчĕ вăл манпа. Икĕ аслă пĕлÿ илнĕ, экономика наукисен кандитачĕ пулса тăнă, Мускав хулин правительствинче нумай çул ĕçлесе социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртнĕ, халĕ те яваплă должноçра вăй хуракан, Раççейĕн тĕп хулинче чăвашлăха аталантарассишĕн чылай ĕç тăвакан, унсăр пуçне Раççей Правительстви çумĕнчи финанс академийĕнче студентсен умĕнче лекцисене акăлчанла вуласа экзаменсене те çак чĕлхепех калаçтарса тыттаракан паллă политикăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ мĕнле иртнĕ-ха? Çакă - паянхи тĕп ыйту.

Леонид Валерьевич Вăрнар районĕнчи Аçăмçырми ялĕнче çуралнă. Анчах вăл 2 çулта, йăмăкĕ çулталăкра чухне ашшĕсĕр тăрса юлнă. Виççĕмĕш ачине кĕтекен тăлăх арăмăн Зинаида Васильевнăн çуралнă килне, Çĕмĕрле районĕнчи Юманай ялне, таврăнма тивнĕ. Пулас политикăн ачалăхĕ çавăнта иртнĕ те. Питĕ ир вулама-çырма вĕреннĕ Леонид Волков. Икĕ çултах саспаллисене уйăрса сыпăксене пĕрлештерме хăнăхнăскер 4 çулта кĕнекесене пĕрин хыççăн теприне шĕкĕлченĕ, 100 ытла юмах каласа пама пултартнă.

- Ял çамрăкĕсем пуçтарăнатчĕç те мана, пĕчĕк ачана, юмах калаттарма урама илсе тухатчĕç. Йывăç тункати çине хăпарса тăрса юптараттăм вара. Тĕттĕм пулнăран апай /кукамай-авт./ тăтăшах шырама тухатчĕ, - калаçу пуçарчĕ Леонид Валерьевич. Леонид Агаковăн калавĕсене те шкула кайичченех вуланă вăл. Пуçламăш классенче вĕреннĕ вăхăтра вара Илпек Микулайĕн "Хура çăкăр", Влас Иванов-Пайменăн "Кĕпер", Мĕтри Кипекĕн "Кайăк тусĕ", Куçма Турханăн "Сĕве Атăла юхса кĕрет", Тихăн Петĕрккин "Кушкă ачи", Константин Петровăн "Юратупа наркăмăш" хайлавĕсене тата ытти произведение вуласа тухнă.

- Чăваш литературине юратасси мана кукамайпа аннерен куçнă. Анне чăваш чĕлхипе литературин, вырăс чĕлхипе литературин учителĕччĕ. Кукаçие Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине ăсатса тăлăха юлнă кукамай вара "Коммунизм ялавĕ" хаçата пĕр саспалли хăварми вуласа тишкеретчĕ, ваттисен сăмахĕсемпе анлă усă куратчĕ. Чăваш халăх юррисене питĕ кăмăллатчĕ, вĕсене хĕллехи каçсенче нуски çыхнă май ĕнĕрлетчĕ. Кукамайăн ашшĕ питĕ хисеплĕ çын пулнă, пысăк утар тытнă. Ял урамĕпе утнă чухне ăна ентешĕсем çĕлĕк хывса пуç тайнă. Шел, вăрçа пула анне тăр-пĕччен ÿснĕ. Кукамай ăна мăшăрсăр çитĕнтернĕ, çавна пулах куккасемпе аппасем çук манăн, - сăмах çăмхине пăшăрхануллăн сÿтрĕ полпред.

"Ăраскал тени кашнин хăйĕн çулĕпе çÿрет", - теççĕ-ха та... Леонид Волкова шăпа 10 çулта чухне Çĕмĕрлери интернат шкула илсе çитернĕ. 1985-1990 çулсенче вĕреннĕ вăл унта. "Çĕнетÿ" тапхăрĕнче, питĕ йывăр вăхăтра, интернат шкулсенче мĕнле лару-тăру хуçаланни каламасăр-çырмасăрах паллă.

- Пĕр самант халĕ те куç умĕнче. 5-мĕш класра вĕренеттĕм. 3-мĕш хутра 9-мĕш классемччĕ. Унти телевизора тăхтавсенче çутатчĕç. Тусăмпа хăпартăмăр, анчах аслисем пире тапăнчĕç. Юлташăм тарма ĕлкĕрчĕ. Мана самаях тĕрекленнĕ каччăсем ураран тытса чÿречерен пуç хĕрлĕ чутах пăрахатчĕç. Пĕр 10 минут çапла тытса тăчĕç. Мĕн кăна шухăшламарăм-ши ун чухне? Юрать, çурт кĕтесĕнчен завуч курăнчĕ. Пуçтах яшсем мана чÿречерен кĕртрĕç. Аслисенчен сехĕрленнĕ пулсан та телевизор курас кăмăл чакмарĕ. Хăраманнине кура каярахпа аслă класс ачисем пире, кĕçĕнреххисене, хисеплеме пуçларĕç. Телевизор пăхма юлташăмпа ирĕклĕнех çÿреттĕмĕр. Çавăн чухне ăнлантăм: шикленмесен нумай ĕç тума пулать, - хальччен никама каламаннине пĕлтерчĕ Леонид Валерьевич.

Шухăраххисем мĕнле кăна путсĕрлĕхпе илĕртмен-ши кĕçĕннисене, мĕнле кăна авса хуçма хăтланман-ши, апла пулин те тÿрĕ çултан пăрăнман чăваш ачи. Ыттисем выляса айкашнă вăхăтра 5-мĕш класра вĕренекенскер хăй тĕллĕн те ăс пухма талпăннă. Йĕрке тăрăх, кăнтăрла иртсен кунашкал вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ илекенсен хуп турттармалла, Леонид Волков вара чÿрече çумĕнчи кравате йышăнса утиялпа хупланса кĕнеке вуланă. Вырăс çыравçисен хайлавĕсене кăна мар, ют çĕршыв классикĕсен произведенийĕсене те ăса хывнă. Александр Дюма, Вальтер Скотт, Джеймс Купер, Роберт Стивенсон унăн юратнă авторĕсем пулса тăнă. Александр Беляевăн "Человек-амфибия" хайлавне вара каçăхсах вуланă вăл.

- Учительсем тарăн пĕлÿллĕ специалистсем пулни те пысăк витĕм кÿчĕ. Пĕррехинче Виталий Михайлов вырăс чĕлхи урокĕнче приставкăсене мĕнле çырмаллине ăнлантарчĕ. Миронов хушаматлă тантăшăм яланхиллех йăнăш çырчĕ. Вĕрентекен ăна сăмсинчен тытрĕ те. "Сăмсу хăвăн çумăнтах-çке, эсĕ ăна мĕншĕн уйăрасшăн?" - терĕ. Ĕмĕрлĕх урок вĕт. Вăлах пысăк тăхтавсенче турникрен уртăнтаратчĕ. "Арçын пулас тесен вуннăран кая мар çĕкленмелле", - хытарсах калатчĕ Виталий Михайлович. Истори учителĕ Алексей Ефимов 30 çула та çитменччĕ пулин те хăйĕн меслечĕпе ăста вĕрентетчĕ. Урокра пăхса тухмалли темăна килтех тишкерме хушатчĕ. Класра вара пĕрерĕн-пĕрерĕн тăратса ыйтатчĕ, тĕрĕс хурав илтмесĕр никама та парта хушшине каялла лартмастчĕ. Валентина Лотря, Вера Демьянова, Вера Строганова, Валентина Зименкова чунне парса вĕрентетчĕç. Ытти педагог та пултаруллăччĕ, - кашнинех ятран аса илчĕ Леонид Валерьевич.

Вĕрентекенĕсене вăл ырăпа ахальтен аса илмест. Мĕншĕн тесен пулас политик район, республика шайĕнчи предмет олимпиадисенче çĕнтернĕ. Интернат шкул ачисене вăл вăхăтра кун йышши ăмăртусене хутшăнтарман, Леонид Волков пурпĕрех алă усман - "Пионер сасси" хаçат редакцийĕ республика шайĕнче йĕркеленĕ математика олимпиадинче хăйĕн пĕлÿ шайне тĕрĕсленĕ те 1-мĕш вырăн йышăннă. Кун хыççăн Галина Платонова журналист интерната пырса çĕнтерÿçĕ пирки пысăк статья хатĕрленĕ. Хаçата хăйĕн сăнÿкерчĕкĕпе уçакан номере экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ паянхи кун та сунтăхра упрать.

Çулленех çуллахи каникул вăхăтĕнче вăл ялта, Юманайра, пурăннă. Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă кукамăшĕ Елена Николаевна выльăх-чĕрлĕх яланах тытнă. Ĕне-вăкăра хĕл каçармашкăн утă хатĕрлеме чупнă шкул ачи. Чапаев ячĕллĕ колхозра 6-мĕш класс хыççăнах ĕçлеме тытăннă: утă типĕтсе пуçтарнă, вырма ĕçне хутшăннă, çĕрулми кăларнă... Çапла алла аттестат илнĕ тĕле унăн 200 яхăн ĕçкунĕ пухăннă.

10-11-мĕш классене Леонид Волков Юманай шкулне чупнă. Ун чухне те истори, математика тата ытти дисциплина олимпиадисене хутшăнса район, республика шайĕнче çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ.

- Шкултан 1992 çулта вĕренсе тухрăм. Çĕршыв арканнă, çĕнĕ тапхăр пуçланать. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн виçĕ факультетне кĕмешкĕн заявлени çыртăм. Виççĕшне те илчĕç. Электротехника, физикăпа математика енĕпе ăнланаттăм-ха, анчах экономика уçман çерем пек туйăнатчĕ. Унта кĕтĕм, - каласа кăтартрĕ полпред.

Ашшĕ-амăшĕ çук, стипендипе хырăма тăрантараймăн. Экономика факультетĕнче ăс пухнă вăхăтрах студент ача садне хуралçăра тата дворникре ĕçлеме кĕнĕ. Унта вăл икĕ çыншăн тар тăкнă.

- Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче кĕрт çуртсем çÿллĕш хÿсе лартатчĕ. Мĕн пытармалли? Хăш-пĕр чухне талăкра пĕрре кăна апат çиеттĕм. Пĕрмай ĕçленипе, йĕркеллĕ апатланманнипе самаях начарлантăм. Пĕррехинче садик картишне юртан тасатрăм та тараса çине юриех тăрса пăхрăм - 1 килограмм çурă çук та, - мĕн тери пысăк йывăрлăхсем витĕр тухма тивнĕ çутă малашлăха ĕненекен чăваш каччин.

2-мĕш курс хыççăн вăл пĕр аслă пĕлÿ çителĕксĕррине ăнланса юридици факультетне куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ. Пĕр вырăна 11 çамрăк заявлени пани те хăратман ăна. Унсăр пуçне икĕ факультетра вĕренекенскер Чăваш Республикин статистика комитетĕнче, "Чăвашкабель" заводра çуршар ставкăпа алла илекен профессипех ĕçленĕ. Экономика факультечĕн 5-мĕш курсĕнче вĕреннĕ чухне вара Раççей перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмне ĕçе кĕнĕ. 22 çултах вăл унта финанс ĕçĕ-хĕлне тишкерекен секторăн пуçлăхĕ пулса тăнă. Çав вăхăтрах Чăваш патшалăх университетĕнче студентсене экономика вĕрентнĕ. Темиçе ĕçре пĕр харăс ĕçлесе 24 çултах хăй пухнă укçа-тенкĕпе Шупашкарта пÿлĕм туянма пултарнă пулас политик.

- Мана пуян куккасем пулăшман. Килте ватă кукамай, йăмăкпа шăллăм кăначчĕ. Çавăнпа эпĕ яланах хама кăна шанаттăм, вĕçĕмех çĕнни патне туртăнаттăм. Пĕлменнине пĕлес килетчĕ. Пысăкрах çитĕнÿсем тăвас тесе юлташăмсем: "Сектор пуçлăхĕн должноçне никам та пăрахса каймĕ", - тенине шута хумасăрах 1999 çулта Мускава куçса кайрăм. РФ Правительстви çумĕнчи финанс академийĕн аспирантурине çирĕп конкурс витĕр тухса вĕренме кĕтĕм, - малашнехи кунçулĕпе паллаштарчĕ ентешĕмĕр. - Çамрăксене хăйсен вăйне шанма, пуç усмасăр малалла тапаçланма хистетĕп. Ялти хĕрсемпе каччăсене те ĕç пуçарма сĕнетĕп - йăнăшсем тăвасран хăрамалла мар, вĕсем тепрехинче тĕрĕс йышăну тума кăна хăнăхтараççĕ. Тепĕр канаш: ырă ĕмĕте пурнăçлама нихăçан та кая мар. Эпĕ, сăмахран, 29 çулта кăна акăлчан чĕлхине тарăннăн вĕренме пуçларăм. Ир-ирех тăрса хам тĕллĕн ăс пухаттăм, ĕç хыççăн курсри занятисене чупаттăм. Халĕ академире лекцисемпе семинарсене акăлчанла калаçса ирттеретĕп, ют çĕршыв çыннисемпе хăрамасăр пуплетĕп. Унсăр пуçне эпир паян пурте XXI ĕмĕрте пурăнатпăр. Тĕнчере питĕ пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ. Пĕр пĕлÿпе, пĕр дипломпа çырлахса лармалла мар, ĕмĕр тăршшĕпех вĕренме тăрăшмалла. Алă усмасăр, умалла пăхса, çанă тавăрса ĕçлесе пирĕн пурин те малаллах талпăнмалла.

Дмитрий МОИСЕЕВ.



13 августа 2015
09:57
Поделиться