Полномочное представительство Чувашской Республики при Президенте Российской Федерации

Кăйкăра паттăрсем чысланă

Элĕк районĕн мухтавлă ывăлĕ Мирон Ефимов штурмовик летчик нимĕç фашисчĕсен «çăханĕсен» «тĕкне» Севастополь тÿпинче «самаях татнă». Çакăншăн вăл 1942 çулта Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ.

Мускавра пурăнакан паттăр ентешĕн пурнăçĕнчи паллă пулăмăн 70 çулĕ çитнĕ ятпа кăйкăра Чăваш Енĕн Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представительствинче ăшшăн чыслама регионсен ертÿçисем, космонавт, генералсем пухăннă. Вăл шутра - Раççей Геройĕ, Мускав хулинчи Геройсен клубĕн ертÿçи Николай Антошкин генерал-полковник, Совет Союзĕн Геройĕ Муса Манаров космонавт летчик, Раççей Геройĕ, тава тивĕçлĕ сăнавçă вĕçевçĕ, авиаци техникин сăнавçисен ассоциацийĕн председателĕ Геннадий Ирейкин, Чăваш Республикинче çуралса ÿснĕ çар çыннисен «Çĕр-шыв ывăлĕсем» офицерсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Владислав Ильин вице-адмирал, Раççей Геройĕ, унччен Раççей ФХС авиаци управленийĕн пуçлăхĕ пулнă, халĕ «ЮТэйр» авиакомпанин генеральнăй директорĕн çумĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант тата ыттисем.

Савăнăçлă ларăва Леонид Волков полпред уçнă. Вăл тата ун хыççăн сăмах илнисем Мирон Ефимов паттăрлăхĕ çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх пулнине палăртнă. Муса Манаров космонавт каланă тăрăх - Мирон Ефимович пек кăйкăрсем ирсĕр тăшмана сывлăшра та, шыв çинче те, çĕр çинче те тĕп туман тăк вăл, тен, тĕнче уçлăхне те çĕкленейместчĕ.

Çĕр-шывăн тĕп хулинче тахçанах тĕпленнĕ чăваш кăйкăрне çавăн пекех Мускав мэрĕн Сергей Собянинăн Тав çырăвне панă, «Мускав хулин Хисеплĕ ветеранĕ» паллăпа чысланă. 1915 çулхи çурла уйăхĕнче çут тĕнчене килнĕ Мирон Ефимов Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнисенчен çулĕпе чи асли. Унăн ячĕпе Крымра, Новороссийскра тата Пĕчĕк Çĕр /Малая Земля/ çинче палăк лартнă. Чыславра Герой фронт пурнăçĕнчи манăçми самантсене аса илнĕ.




"Хыпар"
13 ноября 2012
00:00
Поделиться
;