Полномочное представительство Чувашской Республики при Президенте Российской Федерации

ПРАВИТЕЛЬСТВĂРА

Чăваш Республикин РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков Мускав Правительствин регионсен хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăва анлăлатас, наци политики тата тĕн организацийĕсен хутшăнăвне çирĕплетес тĕлĕшпе ĕçлекен департаменчĕн ертÿçин пĕрремĕш çумĕпе Юрий Нуждинпа тата департамент ертÿçин çумĕпе Вадим Корниенкăпа тĕл пулнă.

Кăçалхи январьте ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа Мускав хула мэрĕ Сергей Собянин Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕпе Мускав Правительствин ĕçтешлĕхĕ çинчен Килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕччĕ. Тĕл пулура çак Килĕшĕве пурнăçа кĕртмелли çул-йĕре тата 2013 çулта Мускавра Чăваш Ен кунĕсене ирттерес ыйтусене сÿтсе явнă.



"Хресчен сасси"
17 октября 2012
00:00
Поделиться
;