Полномочное представительство Чувашской Республики при Президенте Российской Федерации

Мускавра - Акатуй

Çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Мускаври “Измайлово кремлĕ” культурăпа кану центрĕнче Чăваш акатуйĕ иртрĕ. Уява халăх йышлă пухăнчĕ. Кăçал ăна Республика кунне, Андриян Николаев космоса вĕçсе хăпарнăранпа - 50, Никита Бичурин çуралнăранпа 235 çул çитнине халалланă.

Сумлă хăнасене кăпăклă сăрапа, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Ун хыççăн пурте туслăх кăшăлне тăчĕç. Купăсçăсем кĕвĕ каларĕç, капăр чăваш тумлă хĕрарăмсем юрă шăрантарчĕç.

Федерацин чăваш наци культура автономийĕн вице-президенчĕ Валерий Шакин Акатуй ялавне хăпартнă хыççăн уява килнисене ЧР Министерсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов, Чăваш Республикин РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков, Мускаври чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи Анатолий Григорьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Андриян Николаев космонавтăн хĕрĕ Елена терешкова, Станислав Садальский киноактер саламларĕç. Ырă çак йăла малашне те тăсăласса, тăван халăх культурипе, йăли-йĕркипе кăсăкланакансем çитес çул та йышлăн пуçтарăнасса шаннине пĕлтерчĕç. Сцена çине илсе тухнă суха пуçне тĕрлĕ тĕслĕ хăюсемпе илемлетсен хăнасем сцена умне вырнаçрĕç.

Акатуя пултарулăх коллективĕсем юрă-ташăпа илем кÿчĕç. Чăваш эстрада çăлтăрĕсем Августа Уляндина, Сергей Павлов, Сергей Кувшинов, Светлана Яковлева, Валентина Кузнецова, Александр Ильин, Стас Владимиров тата ыттисем йăхташăмăрсен кăмăлне çавăрма пултарчĕç.

Уява килнисем республикăри ал ăстисен ĕçĕсемпе паллашма, кăмăла кайнă япаласене туянма пултарчĕç. Акатуйра спорт мероприятийĕсем те пулчĕç. Чăваш наци кĕрешĕвĕн федерацийĕ уяв паттăрне палăртрĕ. Пĕрремĕш вырăна кăçал Геннадий Колесников йышăнчĕ. Кире пуканĕ йăтассипе те вăй виçрĕç. Çĕнтерÿçĕсене кубокпа тата дипломпа чысларĕç.

Уява хутшăннă пултарулăх ушкăнĕсем, юрăçсем тав хучĕсене тивĕçрĕç. 



"Çамрăксен хаçачĕ"
06 июля 2012
00:00
Поделиться
;