Полномочное представительство Чувашской Республики при Президенте Российской Федерации

Кадрсем улшăннă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ хăйĕн указĕпе Геннадий Семенович Федорова урăх ĕçе куçнă май Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕн – Чăваш Республикин Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕн – должноçĕнчен хăтарнă. Ăна Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторне уйăрса лартнă.

Чăваш енĕн Мускаври полпречĕ Леонид Волков пулса тăнă. Сăмах май, республика правительстви нумаях пулмасть Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ Представителĕ çинчен çĕнĕ положени çирĕплетнĕ. Документра полпредствăн тĕп задачисемпе функцийĕсене тÿрлетÿсем кĕртнĕ, унăн ĕç-хĕлне уçăмлăрах палăртнă.

Леонид Валерьевич Волков 1975 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Аçăмçырми ялĕнче çуралнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче икĕ специальноçпе – экономика теорийĕ тата юриспруденци – пĕлÿ илнĕ. Экономика наукисен кандидачĕ. «Шупашкарти кабель изделийĕсен завочĕ» АУО-че экономистра, Раççей Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕнче финанспа хуçалăх ĕçне-хĕлне йĕркелесе пыракан тата тишкерекен сектор ертÿçинче, «Элара» ЧНППП» АУО-н пай пуçлăхĕнче ĕçленĕ. 2002 çулхи октябрьтен – РФ Правительстви çумĕнчи Финанс академийĕн экономика тата кризиса хирĕçле управленийĕн кафедра доценчĕ. Икĕ компанире директорсен канашĕн никама пăхăнман членĕ пулнă. ВТБ Банкăн акционерсен консультаци канашĕн членĕ.

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш регион политканашĕн секретарĕ Михаил Михайловский хăйне çак ĕçрен хăтарма ыйтса çырнине партин Генеральнăй канашĕн Президиумĕ тивĕçтернĕ, асăннă вырăна Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутатне, парламентăн Патшалăх строительстви, вырăнти хăй тытăмлăх, регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председательне Николай Малова сĕннĕ. Регион политканашĕн кăрлачăн 20-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче Николай Владимирович кандидатурине тĕплĕн тишкерсе çирĕплетнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 января 2012
00:00
Поделиться
;