Полномочное представительство Чувашской Республики при Президенте Российской Федерации

Раççейри чăвашсен съезчĕ иртнĕ

Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Мускавра «Останкино» концерт залĕнче Раççейри чăвашсен федераци наци культура автономийĕн VI съезчĕ иртнĕ. Унта 13 регионти чăваш наци культура автономийĕсен 37 делегачĕ, унсăр пуçне РФ Президенчĕн Администрацийĕн шалти политика енĕпе ĕçлекен канашçи Андрей Ротэрмель, РФ Регион аталанăвĕн министерствин наци хутшăнăвĕсен департаменчĕн канашçи Игорь Николаев, Раççей ăслăлăх академийĕн Н.Н.Миклухо-Маклай ячĕллĕ этнологипе антропологи институчĕн директорĕн çумĕ Владимир Зорин профессор хутшăннă.

Съездра ЧР культура министрĕ Роза Лизакова сăмах каланă. ЧР Президенчĕн Михаил Игнатьевăн делегатсене янă саламĕнче çапла каланă: «Паян - глобализаципе çĕнĕ йышши технологисен ĕмĕрĕнче - патшалăх влаçĕн тытăмĕсемшĕн, общество организацийĕсемшĕн, культура ĕçченĕсемшĕн чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, тăван чĕлхепе çырулăхăн тасалăхне упраса хăварса малалла аталантарасси - тĕп тĕллевсенчен пĕри. Çавăнпа та съездра çивĕч ыйтусене татса парас, халăхсен, регионсен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес тĕлĕшпе кирлĕ килĕшÿсем тăвасса шанас килет».

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Геннадий Федоров ЧФНКАн 2008-2011 çулсенчи ĕçĕ-хĕлĕ пирки доклад тунă.

Съездра Раççейри чăвашсен ФНКАн çĕнĕ ертÿлĕхне суйланă. Геннадий Федорова /президенчĕ/ хăйнех хăварнă.



"Хыпар"
30 ноября 2011
00:00
Поделиться
;