Полномочное представительство Чувашской Республики при Президенте Российской Федерации

Кун йĕркинче - нацисен хушшинчи хутшăнусем

Чăваш Республикин РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ, Раççей чăвашĕсен федераци наци-культура автономийĕн президенчĕ Геннадий Федоров Раççей Федерацийĕн Общество палатин Раççей национальноçсен клубĕн ларăвĕн ĕçне хутшăннă.

Клуб членĕсем Ярославльте иртнĕ Тĕнчери «Социаллă тĕрлĕ енлĕх тапхăрĕнчи паянхи патшалăх» политика форумĕнче çĕкленĕ, Раççей Федерацийĕнчи нацисен хушшинчи хутшăнусене пырса тивекен ыйтусене сÿтсе явнă, çавăн пекех Раççейĕн наци общество пĕрлешĕвĕсенчен Раççей Федерацийĕн Патшалăхăн миграци политикин концепцийĕн проектне кĕртмелли сĕнÿсем хатĕрленĕ.

Клуб ертÿçи, паллă журналист Николай Сванидзе Раççей чăвашĕсен федераци автономийĕн президенчĕ наци диаспорисемпе ентешлĕхсен çыхăнăвне йĕркелес енĕпе палăртнă шухăшсене ырланă. Раççей национальноçсен клубĕн членĕ Геннадий Федоров çавăн пекех нацисен хутшăнăвĕсен çивĕчлĕхĕн, саккунсăр миграци ыйтăвĕсене татса памалли татăклă мерăсем сĕннĕ, влаçăн тĕрлĕ шайĕнчи кадрсен политикине тытса пынă тата гражданла общество институчĕсен ертсе пыракан органĕсене йĕркеленĕ чух наци аспектне виçеллĕрех шута илмелли пирки каланă.



"Хыпар"
20 сентября 2011
00:00
Поделиться
;