Полномочное представительство Чувашской Республики при Президенте Российской Федерации

Чăваш Ен ыйтăвĕсене - Мускавра

20 çул ĕнтĕ Чăваш Ен интересĕсене Мускавра, çĕр-шыв шайĕнче, ятарлă тытăм - республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсен тытăмне кĕрекенскер - хÿтĕлет. Çак тапхăрта представительствăн ячĕ темиçе те улшăннă, унăн статусĕ вара кашнинчех ÿссе, пурнăçа кĕртмелли тĕллевсем нумайлансах пынă. 1999 çултанпа вăл - Чăваш Республикин Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Полномочиллĕ представительстви. Мускаври пĕрремĕш яланхи представитель Чăваш Енре çеç мар, унăн тулашĕнче те лайăх пĕлекен çын пулсан аван, çавăнпа ку должноçа Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, космонавт летчик Андриян Николаев йышăннă /каярахпа, 1994 çулта, ăна ЧР Президенчĕн указĕпе РФ управлени чи аслă органĕсенчи Чăваш Республикин Хисеплĕ представителĕ пулма яланлăхах уйăрса лартнă/. 1997 çултанпа ку тытăма Геннадий Федоров ертсе пырать. Геннадий Семенович “Хыпар” хаçат корреспонденчĕн ыйтăвĕсене хуравлама килĕшрĕ.

- Паянхи кун представительствăн тĕп тĕллевĕсем мĕнлерех?

-Представительствăна 1991 çулхи çĕртме уйăхĕнче йĕркеленĕ, ун чухне унăн тĕп тĕллевĕ Чăваш Ен интересĕсене çĕр-шыв Правительствинче, ытти органпа организацисенче хÿтĕлесси, республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн чи пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене татса пама пулăшасси пулнă. Кăткăс та яваплă çак ĕçре Раççей тата Союз министерствисемпе çыхăну йĕркелеме май килнĕ. Хальхи вăхăтра та çак тĕллевсенех пурнăçлатпăр. Çакăнпа пĕрлех республика Президенчĕ хушнине шута илсе представительство Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене РФ Президенчĕн Администрацийĕнче, Федераци Канашĕнче тата Патшалăх Думинче, Раççей Правительствинче, федераци министерствисемпе ведомствисенче пăхса тухнă çĕре хутшăнать. Республикăн министерстви-ведомствисемпе Чăваш Ен ятĕнчен килĕшÿсен проекчĕсене хатĕрлет, унăн интересĕсене пырса тивекен норматив акчĕсене пăхса тухнă чухне те айккинче юлмасть.

- Федераципе республика килĕштерсе ĕçлесси пирки калакан документсене хатĕрленĕ тата алă пуснă çĕре те хутшăнатăр эсир. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлĕреххисем пирки каласа параймăр-ши?

- РФ Правительстви тата ЧР Министрсен Кабинечĕ хушшинчи килĕшÿсем - республика экономикине çĕнĕлле йĕркелес, хăмла туса илессине аталантарас, хими хĕç-пăшалĕн производствин сиенне пĕтерес енĕпе çыхăнса ĕçлессин йĕркине палăртаканскерсем. Федерацин Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата бюджет потенциалĕн тĕллевлĕ программи /1996-2000 çулсем валли/, РФ Правительствин “И.Я.Яковлев çуралнăранпа 150 çул çитнине паллă тăвасси” постановленийĕ, РФ Президенчĕн “Чăваш Ен Раççей йышне кĕнĕренпе 450 çул çитнине паллă тăвасси” указĕ т.ыт.те. Представительство федераци бюджечĕн проектне тĕрлĕ шайра хатĕрлес енĕпе те тĕллевлĕ ĕçлет, паллах, хамăр республикăпа çыхăннă пайĕпе. Федераци бюджетĕнче Чăваш Республикин бюджетне шайлаштарма, вăтам тата пĕчĕк бизнеса пулăшма, ЖКХ тытăмне çĕнетсе улăштарма, вăрман пушарĕсенчен сыхланма тата ытти тĕллев валли дотаци уйăрас ыйтусене пăхса тухнă çĕре хутшăнать.

- Юлашки çулсенче Чăваш Енре тухăçлă та пысăк технологиллĕ проектсем пурнăçа кĕме пуçларĕç. Çакăнта представительствăн тÿпи пурах ĕнтĕ.

- Представительство 2010 çулхи юпа уйăхĕнче РФ Регион аталанăвĕн министерстви çумĕнчи регион политикин Эксперт Канашĕн ларăвне хутшăнчĕ. Унта федерацин Атăлçи округĕн 2020 çулчченхи социоэкономика аталанăвĕн Стратегине хатĕрленĕ май пурнăçа кĕртме палăртакан инвестици проекчĕсене пăхса тухрĕç. Приоритетлисен шутĕнче Чăваш Республикин “Малтан аталанса пыракан территори /Хĕвеллĕ айлăм/”, “Биологи-тасату сооруженийĕсене реконструкцилесси”, “Йăлари хытă каяшсене çĕнĕрен ĕçе кĕртесси тата чавса чикесси” проектсем. Вĕсене пурнăçлани республикăра çывăх вăхăтрах малашлăхлă технологи производствисене - ресурссене перекетлессипе тата тăван тавралăха сыхлассипе çыхăннăскерсене - йĕркелеме май парать. Унсăр пуçне представительство çак тĕллевпех Раççейри нанотехнологисен корпорацийĕпе, “Раççей чугун çулĕсем” АУОпа, “Газпром” АУОпа, “Росатомпа” республика экономикин инноваци тата технологи аталанăвне тĕрев кÿрес тесе çыхăнса ĕçлет. Шупашкар ГЭСне туса пĕтерес, Çĕнĕ Шупашкар хулине монохуласен шутне кĕртес, республикăна “Таса шыв” патшалăх программине /2011-2017 çулсем валли/ хутшăнтарас тата ытти ыйтăва федераци шайĕнче татса панинче те пирĕн тытăмăн тÿпи пур.

- Эсир Мускаври диаспорăпа та çыхăну йĕркеленĕ...

- Çапла, эпир Мускаври наци культура автономийĕсене, чăваш культурин обществине, Чăваш Енрен тухнă офицерсен “Сыны Отечества” юлташлăхне общество пĕлтерĕшĕллĕ форумсемпе мероприятисем ирттерме пулăшатпăр. Хамăр ĕçе Раççейĕн тĕп хулинчи аслă шкулсенче вĕренекен чăваш каччисемпе хĕрĕсене те явăçтаратпăр. Мускавра тĕпленнĕ ентешсем пирĕнтен пулăшу ыйтаççĕ: ĕçе вырнаçтарма, общежитире вырăн тупса пама т.ыт.те


 



"Хыпар"
28 июня 2011
00:00
Поделиться
;