Полномочное представительство Чувашской Республики при Президенте Российской Федерации

Акатуйри çумăр - тухăçлă тыр-пула!

Тăван халăха çырулăх парнеленĕ Чĕмпĕрте иртнĕ эрнере Чăваш Республикин Культура кунĕсем тата Пĕтĕм Раççей Акатуйĕ иртрĕ.

Уяв кунĕсем чăваш халăхĕшĕн çеç мар, ыттисемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпир Раççей, тĕнче илтмелле хамăр пирки пĕлтерни чăвашсем малалла аталаннине кăтартса парать.

Акатуй кунĕ «çавра сĕтелпе» пуçланчĕ. Унта Раççей Федерацийĕнчи тата ют çĕр-шывсенчи Чăваш наци культура пĕрлешĕвĕсен тата ытти организацин ертÿçисем чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе культурине сыхласа хăварассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Мероприятие Раççейри чăвашсен федераци наци культура автономийĕн президенчĕ, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Геннадий Федоров ертсе пычĕ. Çавăн пекех ЧР культура министрĕ Роза Лизакова, ЧР спорт министрĕ Анатолий Николаев, Ульяновск облаçĕн шалти политикин министрĕ Татьяна Кириллова, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Геннадий Архипов, Раççей Федерацийĕн Регион аталанăвĕн министерствин Нацисен хушшинчи хутшăнусен департаменчĕн директорĕ Александр Журавский, Чăваш наци культура автономийĕсен ертÿçисем тата ыттисем хутшăнчĕç.

Ульяновск облаçĕн шалти политикин министрĕ Татьяна Кириллова çакна палăртрĕ:

- Халăх йышĕпе - чăвашсем кунта виççĕмĕш вырăнта. Чăваш халăхĕ - пуян культурăллă наци. Шăпах Чĕмпĕр çĕрĕ çинче Акатуй ирттерни пирĕншĕн пысăк чыс.

ЧПГĂИ директорĕ Юрий Исаев чăвашсем халăх йышĕпе Раççейре 5-мĕш вырăнтине, 85 культура автономийĕ ĕçленине палăртрĕ. Филиал та сахал мар. Красноярск крайĕнче çеç - 25. Çĕр-шывăмăрти 20 ытла регионта Акатуй çулсерен иртет. Тутарстанри Аксу хулинче Уяв йĕркелеççĕ. Мускавра Кĕр сăрине пухăнаççĕ. Кашни автономин хăйĕн ансамблĕ пур. Юрий Николаевич çитменлĕхсем пирки те сăмах хускатрĕ.

- Диаспорăна кĕнекепе, хаçат-журналпа тивĕçтерес ĕç-хĕлре лару-тăру йывăр. Чăваш ачисем валли çĕнĕ учебниксем çитеймеççĕ. Хаçатсен тиражĕ, шкулсенче чăваш урокĕсен сехечĕсем чакни пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать,- терĕ пăшăрханса.

Акатуя Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев, Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов, РФ Патшалăх Думин ют çĕр-шыв ĕçĕсен комитечĕн председателĕ Константин Косачев хутшăнчĕç. Уяв пуçланиччен И.Я.Яковлев скверĕнчи Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн палăкĕ умне чечек хучĕç. Унтан икĕ регион ертÿçи Правительство çуртĕнче ĕçлĕ калаçу ирттерчĕç.

11 сехет тĕлне халăх В.И.Ленин ячĕллĕ тÿреме пухăнчĕ. Уява килсе çитнĕ Тюмень, Эрĕнпур, Самар облаçĕсенче, Пушкăртстанра, Тутарстанра, çавăн пекех Эстонире, Казахстанра, Беларуçре, Америкăра тĕпленнĕ чăвашсем юрă шăрантарса лапампа утса тухрĕç. Уяв кĕрекине - чăваш халăх тумне тăхăннă Михаил Игнатьевпа Сергей Морозов хапăл турĕç. Акатуй авалтан пыракан йăлапа - вăйă картипе уçăлчĕ. Пин-пин çын чăваш халăхĕн Гимнне - «Алран кайми» юрра юрларĕ. СССР халăх артистки Вера Кузьмина Петĕр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăввине вуларĕ.

Уява çур çул каяллах хатĕрленме пуçланă. Акатуй валли ятарласа Андриян Николаев космонавтăн пурнăçĕнчи пĕр сыпăкне театрализациленĕ, çавăн пекех Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ «Акатуй» /А.Вагапов/ вокалпа хореографи сюитине лартнă. Акатуй сцени çинче калама çук чаплă уяв пуçланчĕ. Çак вăхăтра çумăр витререн тăкнă пекех лÿшкеме пуçласан та лапамри артистсем хÿтте тарса пытанмарĕç. Куракансем вĕсене алă çупса, ташласа хавхалантарчĕç. Эпир те, пĕр сунчăк айĕнче виççĕн тăраканскерсем, хамăр халăхшăн, çакăн пек пысăк уяв иртнишĕн мăнаçланса вырăнтан та хускалаймарăмăр. «Акă вăл чăн-чăн чăвашăн чăтăмлăхĕпе мăнаçлăхĕ, паттăрлăхĕпе хăйне евĕрлĕхĕ», - вышкайсăр хĕпĕртесе сăмахĕсене çунатлантарчĕ пирĕнпе пĕрле тăракан Чĕмпĕр журналисчĕ.

Акатуйра çапла çумăр çунине Чĕмпĕрсем ас тумаççĕ. Çакăн сăлтавне хăшĕ-пĕри уяв лапамне суха пуç илсе тухманнинче, чÿк туманнинче шырарĕ. Чылайăшĕ вара: «Ку - ырă паллă, тĕш тырă тухăçлă пуласса», - терĕ.

- Акатуй пире ĕçе мухтама, тăван çĕре юратма, йăла-йĕркене хисеплеме вĕрентет. Хальхи Акатуй вара халăхсен хушшинчи туслăха, экономикăпа культура çыхăнăвĕсене çирĕплетме пулăшать, - терĕ Правительство çуртĕнче Михаил Игнатьев Президент.

Чăваш Ен ертÿçи Сергей Морозова икĕ регион хушшинчи экономикăпа культура çыхăнăвĕсене çирĕплетес ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе чысларĕ. Çак наградăна Ульяновск облаçĕнчи Чăваш наци культура автономийĕн председателĕ Владимир Сваев та тивĕçрĕ. Ульяновск облаçĕнче чăвашла тухса тăракан «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Ларионов «ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Михаил Игнатьев Президент Чăваш Ен ячĕпе Чĕмпĕрти Халăх культурин центрне пĕчĕк автобус, ачасене лашапа çÿреме вĕрентекен шкула ăйăр парнелерĕ.

- Шел, мĕн хатĕрленине халăха кăтартаймарăмăр, ĕмĕтленнине пурнăçлаймарăмăр. Çапах кулянма кирлĕ мар, чăваш халăхĕ ĕлĕк-авал та Акатуй ирттернĕ, малашне те ирттерĕ.

Пĕлтĕрхи лару-тăрăва шута илсен çумăр пирĕншĕн - савăнăç. Вăл - тыр-пул, пахча çимĕç çăл куçĕ. Чăтăмлăхшăн тавтапуç сире, - хавхаланса калаçрĕ Сергей Морозов.

Кĕпĕрнаттăр Чĕмпĕрпе Чăваш Ен хушшинчи культура çыхăнăвне çирĕплетес, Ульяновск облаçĕнче чăваш наци культурине сыхласа хăварса малалла аталантарас тĕлĕшпе вăй хунăшăн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникне Владимир Нагорнов скульптора - Халăхсен туслăхĕн медалĕ, Светлана Асамат поэта «Ульяновск облаçĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысларĕ, Чăваш патшалăх пукане театрне «УАЗ» автомашина парнелерĕ.

Уяв вĕçленес умĕн Сергей Морозов журналистсене çапла пĕлтерчĕ:

- Пысăк çак наградăпа Михаил Васильевич мана çеç мар, пĕтĕм Чĕмпĕре чысларĕ. Регион экономикине çÿлти шая çитерес тесен чăн малтанах культурăна аталантармалла, тăван чĕлхепе йăла-йĕркене сыхласа хăварассишĕн тăрăшмалла. Çак тĕлĕшпе Акатуй ытти регионшăн та тĕслĕх вырăнĕнче пултăрччĕ, - терĕ Сергей Морозов.

Михаил Игнатьев кăçалхи Культура кунĕсем тата Акатуй хăйне евĕрлĕ старт пулнине, çакăн йышши уява малашне те ирттерме регионсен хушшинче конкурс йĕркелессине пĕлтерчĕ.



"Хыпар"
07 июня 2011
00:00
Поделиться
;