Полномочное представительство Чувашской Республики при Президенте Российской Федерации

Ĕçтешлĕх ыйтăвĕсене сÿтсе явнă

Мускавра Раççейпе Австрин пĕрлехи комиссийĕн Раççей Федерацийĕн регионĕсемпе субъекчĕсем Австри Республикипе экономика енĕпе çыхăну тытас енĕпе ĕçлекен ушкăнĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта Раççей субъекчĕсенче обществăшăн пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçлас енĕпе патшалăхпа уйрăм çынсен ĕçтешлĕхĕн механизмĕсемпе усă курассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.

Австри енчен форум ĕçне Посольство представителĕсем, Федерацин экономика, çемье тата çамрăксен министерствин ертÿçисем тата бизнесменсем хутшăннă. Раççей енчен - Экономика аталанăвĕн министерствин, “Аталану тата тулашри экономика ĕç-хĕлĕн банкĕ” патшалăх корпорацийĕн патшалăхпа уйрăм çынсен ĕçтешлĕхĕн центрĕн ертÿçисем, Раççейĕн 30 регионĕн тата тĕрлĕ фирма представителĕсем.

Ĕç ушкăнĕн яланхи членĕ, Чăваш Енĕн Раççей Президенчĕ çумĕнчи яланхи представителĕ Геннадий Федоров ларура сăмах илнĕ май пухăннисене республика территорийĕнче патшалăхпа уйрăм çынсен ĕçтешлĕхĕн принципĕсене тĕпе хурса, çав шутра концесси моделĕн никĕсĕ çинче пурнăçлакан проектсене хутшăнма чĕнсе каланă.

Çак сĕнÿпе килĕшÿллĕн форум вăхăтĕнче Геннадий Федоров Австрин федерацин экономика ведомствин тулашри экономика хутшăнăвĕсем енĕпе ĕçлекен генеральнăй директорĕпе Йохан Закспа тата Австрири паллă “Винербергер кирпич”, “Альпине Майредер” фирмăсен директорĕсемпе Петер Хеннигпа тата Харальд Ханфельдпа ĕçлĕ тĕл пулусем ирттернĕ.



"Хыпар"
17 сентября 2009
00:00
Поделиться
;