Шупашкар гидроузелне туса пĕтерес ыйтусене сÿтсе явнă
А.СЕРГЕЕВ |
Çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Г.С.Федоров “РусГидро” Правленийĕн членĕпе /Шупашкарти гидроэлектростанцие ертсе пырать/, “Инжиниринг” бизнес-единицăн ертÿçипе Р.М.Хазиахметовпа тĕл пулнă.
Тĕл пулу вăхăтĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д.А.Медведев тата Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ В.В.Путин “Атăл юхан шывĕ çинче Шупашкар ГЭСне тăвасси” проект документне /Шупашкарти шыв управĕн шайне 68 метрлă йĕркеллĕ шая çити çĕклес енĕпе/ вĕçлес тĕлĕшпе панă хушусемпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.
"Хыпар"