Полномочное представительство Чувашской Республики при Президенте Российской Федерации

В.ЗОРИН Г.ФЕДОРОВ СĔНĔВĔСЕНЕ ЫРЛАНĂ

Г.Петров

ÇАК кунсенче Раççейри чăвашсен федераци наци культура автономийĕн ертÿçи Геннадий Федоров Чулхулара РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн çумĕпе Владимир Зоринпа тĕл пулнă.

Унта асăннă округăн тĕрлĕ регионĕнче пурăнакан чăвашсен чĕлхипе культурине, наци хăй евĕрлĕхне упраса хăварас тата аталантарас тĕлĕшпе тăракан çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă.

Пĕтĕм Раççейри юлашки çырав çакна палăртнă: халĕ чăвашсем халăх йышĕпе вырăссемпе тутарсем, украинсем тата пушкăртсем хыççăн Раççейре пиллĕкмĕш вырăн йышăнаççĕ. Пĕтĕм йышăн 87 проценчĕ федерацин Атăлçи округĕнче пурăнать. Çав вăхăтрах чăвашла калаçакансен 45,7 проценчĕ Чăваш Республикин тулашĕнче тымар янă.

Г.Федоровпа В.Зорин кашни чăвашăн (уйрăмах çамрăксен) ăс-тăнĕнче чĕлхепе культурăна, йăла-йĕркене упраса хăварас тата аталантарас, наци шкулĕсене уçас тата ĕçлеттерес, чăваш кĕнекине сарас, наци культурин пĕрлĕхĕсене (ун пеккисем халĕ округри хутлăхсенче - 37) йĕркелес ыйтусем паха та пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетес тесе мĕн-мĕн тумаллине тĕплĕ тишкернĕ.

Владимир Зорин республика влаçĕсем Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ регионĕнче йышлă пурăнакан этносăн, чăваш диаспорин ыйтăвĕсене тивĕçлипе татса пама тăрăшнине палăртнă, Г.Федоров асăннă ыйтусемпе çитес çул округ тата федераци шайĕсен пĕрлехи мероприятисем ирттересси пирки тăратнă сĕнÿсене ырланă.



"Хыпар"
11 декабря 2008
00:00
Поделиться
;