Полномочное представительство Чувашской Республики при Президенте Российской Федерации

Гастрольте -Мускавра

Октябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш академи драма театрĕн труппи Мускавран гастрольтен таврăнчĕ. Унта вĕсем виçĕ кун «Содружество актеров Таганки» сцени çинче Мускав халăхне пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, Федор Павловăн «Вĕçленеймен туй» («Ялта») музыка драмине, Александр Островскин «Шухă вырăнта» драмине, Анатолий Чебановăн «Праски кинеми мăнукне авлантарать» камит-мюзиклне кăтартрĕç.

Гастроль уçăлнă ятпа «Содружество актеров Таганки» театрăн илемлĕх ертÿçи Николай Губенко, Чăваш Республикин культура министрĕ Роза Лизакова, Чăваш Республикин РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ Представителĕ Геннадий Федоров, РФ Театр ĕçченĕсен союзĕн драматурги пайĕн заведующийĕ Марина Корчак, театрăн илемлĕх ертÿçи Валерий Яковлев ăшшăн саламларĕç. Роза Лизакова çакăн пек гастроль театршăн пĕлтерĕшлĕ пулнине каларĕ. Николай Губенко çак икĕ театр тахçантанпах туслине асăнчĕ. Пирĕн патра Таганка коллективне яланах хаваспах кĕтсе илеççĕ, спектакльсем ирттерме тивĕçлĕ условисем туса параççĕ. Театрти актерсенчен чылайăшĕ Щепкин ячĕллĕ театр училищинче вĕреннĕ. Çавăнпа та артистсем хăйсен вĕрентекенĕсемпе тĕл пулчĕç, пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

Юлашки хут чăваш театрĕ Мускавра 2003 çулхи ноябрь уйăхĕнче пулнă, «Арçынсăр хĕрарăм», «Инçет телей çути», «Вĕçкĕн Ваççан çиччĕмĕш арăмĕ» спектакльсене кăтартнă.

Т.АВЕНИРОВА.



"Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)
11 октября 2008
00:00
Поделиться
;