Полномочное представительство Чувашской Республики при Президенте Российской Федерации

ЙЫТĂ АЧАНА ÇĂЛАЙМАН, е ЯКОВЛЕВĂН ЙĂХĔСЕН ХВАТТЕРĔНЧЕ ПУШАР ТУХНĂ

СĂМАХ май, Иван Яковлевич Яковлевăн пурĕ 5 ача пулнă: Алексей, Лидия, Николай тата Натальйăпа Александр. Вĕсенчен иккĕшĕ /Наталья тата Александр/ пĕчĕклех пурнăçран уйрăлнă. Николай çемье çавăрман, унăн ача пулман. Яковлевсен йăх тымарне тăсакансем - Алексейпа Лидия. Алексей тăванĕсем Францире пурăнаççĕ. Мускавра Алексей Некрасова качча тухнă Лидăн ачисем - Некрасовсем - тĕпленнĕ. Лида 5 ача çуратнă, вĕсенчен пĕри - Дмитрий. Лидия Дмитриевна /шăпах унăн хваттерĕнче вут-çулăм алхаснă/ Дмитрий Алексеевич Некрасовăн хĕрĕ пулать.

Лидия Дмитриевнăн виçĕ хĕр /И.Я.Яковлевăн мăнукĕн ачисем/: 30 çулти Надежда /Маргаритăпа Леона çитĕнтерет/, çирĕм саккăрти Варвара /Никита, Иван, Вероника/ тата çирĕм пиллĕкри Полина /Федор тата Юрий/. Хĕрĕсем пурте Некрасов хушаматпа çÿреççĕ. Вĕсем пурте хăйсен ачисемпе амăшĕ патĕнче пурăнаççĕ. Упăшкисем урăх вырăнсенче пропискăра тăраççĕ. Çапла вара виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерте пурĕ 12 çын пурăннă.

Лару-тăрăва уçăмлатма Мускаври чăваш наци культура автономийĕн председателĕпе Анатолий Иванович Григорьевпа телефонпа çыхăнтăмăр. “Лару-тăру чăнах та йывăр. Некрасовсен хваттерĕнче /вĕсем Доватор урамĕнче 11-мĕш çуртăн 2-мĕш корпусĕнчи 26-мĕш хваттерте пурăннă/ авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче кăнтăрла иртни тăватă сехетре пушар тухнă. Çав кун Лидия Дмитриевна дачăна кайнă. Варвара ачисемпе килте юлнă. Хĕрарăм ваннăйра çăвăннă вăхăтра хваттерте тем шартлатнă сасă илтĕнсе кайнă, хваттере çийĕнчех вут-çулăм хыпса илнĕ, хура тĕтĕм йăсăрланма пуçланă. Некрасовсен ăратлă /бойцовая/ йытти Ваньăпа Вероникăна çунакан хваттертен илсе тухнă. Унтан саккăрти Никитăна шырама пикеннĕ. Арçын ача, хăранăран, диван айне кĕрсе пытаннă. Никита та, йытă та вут-çулăмран тухайман. Никитăна Ваганьково масарĕнче /унтах И.Я.Яковлевпа тăванĕсен вил тăприсем/ пытарнă. Çак кунсенче Склифосовский больницинчен Варварăпа /ÿчĕн 45 проценчĕ çуннă/ Ваньăна / ÿчĕн 38 проценчĕ çуннă/ кăларчĕç. Пушарта Некрасовсен паспорчĕсем тата ытти документ çунса кайнă. Лидия Дмитриевнăн пÿлĕмĕнче /пушар вăхăтĕнче/ И.Я.Яковлевăн çырăвĕсем, сăн ÿкерчĕксем, ытти документ упраннă. Телее, вĕсем пÿлĕм хупă пулнăран çунман, юрăхсăра тухман. Эпĕ кашни кунах вĕсем патĕнче пулатăп. Юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче кĕпе-тумтир, атă-пушмак, укçа-тенкĕ, савăт-сапа леçсе патăм. Паян тата вырăн таврашĕсем кайса парасшăн”, - терĕ Анатолий Иванович.

Чăваш Енĕн Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представительстви тата Чăваш наци культура автономийĕн ертÿçисем çине тăнипе Некрасовсене Мускав фондĕнчен виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер панă. Анчах вăл йĕркеллĕскерех мар-мĕн, кĕç-вĕç пăсмаллискер. Унта штукатурка та сийĕн-сийĕн тăкăнать, пурăнма та хăрушă. Сăмах май, Некрасовсем хальхи вăхăтра Остоженко урамĕнче 8-мĕш çуртри 15-мĕш хваттерте пурăнаççĕ.

Çуннă хваттерĕнче вара юсав ĕçĕсем тума пуçланă. “Чăвашран тухнă Мускав предпринимателĕсем хваттере юсама пулăшаççĕ”, - пĕлтерчĕ Некрасовсен çемйине пулăшакан штаб пуçлăхĕ Анатолий Григорьев. Вĕсем çийĕнчех çакнашкал штаб йĕркеленĕ. Çак ырă ĕçе Чăваш Енри предприятисемпе организацисем те, ахаль çынсем те хутшăнма пултараççĕ. Çырусене малтанхи адреспах яма юрать, мĕншĕн тесен вĕсем хальлĕхе унтах пропискăра тăраççĕ. Некрасов çемйин тăванĕсем Алла Покровскаяпа Михаил Ефремов артистсем вĕсене пулăшу панă ĕнтĕ. Паллах, Некрасовсен хваттерне юсĕç, пурăнма юрăхлă тăвĕç. Анчах Некрасовсем унта пурăнассине хирĕç. Уйрăмах Варвара юратнă ывăлĕ вилнĕ вырăна таврăнасшăн мар.

Эпир, паллах, пушар сăлтавĕсемпе те кăсăклантăмăр.

“Хальлĕхе уççи-хуппи çук-ха. Кам чĕртме пултарнине те палăртман. Некрасовсем 5 хутлă çуртăн пĕрремĕш хутĕнче пурăннă. Такам чÿречерен сирпĕнекен япала ывăтса хăварнă. Çакна пуçтах çамрăксем те тума пултарнă. Анчах пушар çĕрле мар, кăнтăрлах тухни шухăшлаттарать... Сăлтавĕ плита теме çук. Некрасовсем электричествăпа мар, газ плитипе усă курнă”, - пĕлтерчĕ Анатолий Иванович.

Некрасовсене пулăшма укçа куçармалли счет реквизичĕсем: 119048, г.Москва, ул. Усачева, 29/9, филиал Сбербанка России 7970/00182 / “Вернадское” подразделенийĕ.

Лидия Дмитриевна Некрасовăн харпăр счечĕ: 423068100, 38183504919



"Хыпар"
07 октября 2008
00:00
Поделиться
;