Полномочное представительство Чувашской Республики при Президенте Российской Федерации

Чăваш енпе паллашаççĕ

ÇУТ çанталăк ресурсĕсем çителĕксĕр региона тупăшлă тытса пырас ыйту Раççей Федерацийĕн регионĕсене çеç мар, Анăç Европа çĕршывĕсене те кăсăклантарать. Вĕсен энерги саппасĕ йăтăнса тăмасть-çке. Ахальтен мар авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Мускавра Европа Канашĕн çĕршывĕсен информаци агентствисен ертÿçисемпе яваплă представителĕсем Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕпе, Чăваш Республикин Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕпе Геннадий Федоровпа тĕл пулнă, вăл республика пурнăçĕ, унăн экономикăпа социаллă пурнăç тата культура аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсем çинчен тĕплĕн каласа панă. “Чăваш Ен хăвачĕ - унăн çыннисем, вĕсем илемлĕ пурăнма тăрăшаççĕ, ĕçе инновацие анлăн явăçтараççĕ, республика ертÿçисем палăртнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлаççĕ”, - тенĕ Геннадий Федоров журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май. Чăваш Енĕн Раççей Президенчĕ çумĕнчи полпречĕ ют çĕршывсен МИХ представителĕсене республика гражданĕсен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе палăртнă программăсем çинчен каласа панă.

Ĕнер Шупашкар аэропорчĕ Европа Канашĕн 13 çĕршывĕн журналисчĕсемпе информаци агентствисен делегацине йышăннă: АНСА /Итали/, БТА /Болгари/, МТИ /Венгри/, ПАП /Польша/, Ромпрес /Румыни/, ЧТК /Чехи/, ТАНЮГ агентствăсен /Серби/, ВИА /Вьетнам/ тата ИТАР-ТАСС представителĕсем. Каçхине Аслă Британи, Франци тата Испани МИХ журналисчĕсем килсе çитнĕ.

Хăнасене промышленноç предприятийĕсенче, сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ, культура организацийĕсенче пулса курмалли программа сĕннĕ.

Ĕнер ют çĕршывсен журналисчĕсем Раççей машинăсем тăвакан чи пысăк предприятийĕсенчен пĕринче “Промтракторта” тата Шуршăлта пулнă.

Леонтий АЛЕКСЕЕВ.

Оригинал статьи: http://hypar.ru/nws/show/32/2411/index.php?id=s030854303273


"Хыпар"
02 октября 2008
00:00
Поделиться
;